#нацпроект
Раҫҫей Цифра министерстви 2021 ҫулхи ноябрьте пуçланнă пӗчӗк тата вӑтам предприятисене патшалӑх пулӑшӑвӗ парас енӗпе программӑна малалла пурнӑҫлать. Пулӑшăвăн ҫӗнӗ механизмне Раҫҫейĕн информаци технологийӗсене аталантармалли фончӗ пурнӑҫа кĕртет.
Пушкăртстанри Цифра аталану министерстви ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫак анлӑ проект шайӗнче предпринимательсем тӑван ҫӗршывăн программăпа тивӗҫтерессине 50 процент йÿнерех туянма пултарнӑ. Предпринимателе программӑпа тивӗҫтересси икӗ хут йӳнӗрех пултӑр тесен МСП Пӗрлӗхлӗ реестрне кӗртни ҫителӗклӗ.
Предпринимательсене пулӑшмалли мера "Цифрӑллӑ технологисем" федераци проекчĕпе "Раççейри цифрăллă экономики" наци программин шайӗнче пурнӑҫланать тата МСП пулӑшӑвӗпе ӗҫлекен наци проекчӗн регионӗсенче хастарлӑн пурнӑҫлама палӑртать. Аса илтеретпӗр, ку наци проектне Патшалӑх Пуҫлӑхӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.