Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
8 Нарӑсӑн 2022, 10:13

"Çулталӑк экспортерӗ" конкурс пуçланать

#нацпроект

"Çулталӑк экспортерӗ" конкурс пуçланать
"Çулталӑк экспортерӗ" конкурс пуçланать


#нацпроект
Февралӗн 7-мӗшӗнче Пушкăртстанра "Çулталӑк экспортерӗ" регион конкурсне ҫулленхи суйлав уҫӑлать. Ӑна Пушкӑрт территорийӗнче регистрациленӗ тата республикӑра туса кӑларнӑ хатӗр продукцие экспортлакан предприятисемпе уйрӑм предпринимательсем хушшинче ирттереҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнма заявкӑсем 2022 ҫулхи мартӑн 7-мӗшӗччен йышăнаççĕ.
Ҫулленхи конкурс йӗркелӳҫисем Пушкăртстанăн Тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата конгресс ӗҫ-хӗлӗн министерстви, ҫавӑн пекех Регион экспортне пулӑшу памалли центр пулаççĕ.
Пушкӑрт Ялхуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, АПК продукцийӗн экспорчӗ пӗлтӗр "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчĕн шайӗнче 300 млн доллартан ытларах пулнӑ, планпа 167 млн доллар ытла пулмалла пулнă.
"Башинформ" информацийĕпе.

"Çулталӑк экспортерӗ" конкурс пуçланать
"Çулталӑк экспортерӗ" конкурс пуçланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: