#наци проекчĕ
Республикӑн уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсемпе Пушкӑртстанри ҫут ҫанталӑк паркӗсем пӗрле шыв-шурлӑхлă вырăнсене пĕлме викторина йĕркеленнĕ, пӗлтерет ПР Экологи министерствин пресс-служби. Викторинӑна мартăн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери шыв ресурсӗсен кунӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
"Экологи" наци проекчӗн шайӗнче йӗркеленӗ мероприятие Пӗтӗм тӗнчери шыв-шурлӑхри улӑх-ҫаран кунне халалланӑ тата общественность тимлӗхне ҫак экологи тытӑмсем патне явӑҫтарма янӑ. Викторинӑна ирттермелли срокĕ кăçалхи февралӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа мартăн 22-мӗшĕччен.
Викторинӑна хутшӑнакансен 20 ыйту ҫине хурав памалла, ҫав ыйтусене ООПТ дирекцинче ĕçлекенсемпе волонтерсем ятарласа хатӗрленӗ.
Даннӑйсене формӑна ҫырса хунӑ хушусене тытса пынипе тӗрӗс кӑтартса памалла: https://forms.gle/HznZUXdxnm2wRBfX6
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçран.