#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланине пула больницӑсемпе поликлиникăсене хальхи оборудованисемпе пуянлатасси малалла пырать.
Вӗсенчен пӗри - паянхи эндоскоп стойки Дема районӗнчи больница илнӗ республика Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ.
"Эндоскоп стойкисем вар-хырӑм-пыршӑ тракчӗн патологийӗсене чи малтанхи тапхăрсенче тупса сиплеме май параҫҫӗ. Ҫакӑн пек оборудовани персонал ӗҫне лайӑхлатать тата сиплев тухӑҫлӑхне ӳстерет", - палӑртнă Дема больницин тӗп врачӗ Фанил Шамигулов, вара пациентсене ҫӗнӗ оборудовани ҫинче тӗпчеме тытӑнтӑмӑр тесе хушса хунă.
"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.