Çутă çул
+9 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
17 Нарӑсӑн 2022, 10:23

Бакалă районӗнче Газетдиновсем патшалăх пулӑшнипе выльӑх-чӗрлӗх бизнесне ҫирӗплетме пултараҫҫĕ

#нацпроект

Бакалă районӗнче Газетдиновсем  патшалăх пулӑшнипе выльӑх-чӗрлӗх бизнесне ҫирӗплетме пултараҫҫĕ
Бакалă районӗнче Газетдиновсем патшалăх пулӑшнипе выльӑх-чӗрлӗх бизнесне ҫирӗплетме пултараҫҫĕ


#нацпроект
Бакалă район администрацийӗнче Катаево ялӗнчи ҫамрӑк предпринимательсен ҫемйи ҫинчен каласа пачӗҫ, вĕсем хӑйсен тӗслӗхӗпе паян ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлеме, аталанма тата япӑхах мар тупӑш илме май пуррине кӑтартса параççĕ.
Халӗ Дениспа Кристина Газетдиновсен хуҫалӑхӗнче 14 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх пур, анчах ҫамрӑк ҫемье йышне ӳстерсе малашне сӗт илме тӗп ставка тума палӑртать. Ҫавна тумашкӑн вӗсене хушма ҫӗр лаптӑкӗсем кирлӗ, ҫавӑнпа та мӑшӑрсем предприниматель сехетӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне хӑйсен сĕнĕвĕпе пынă.
Газетдиновсен проектне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн район специалисчӗсем ҫӗр ыйтӑвӗн йышӑнӑвӗсӗр пуҫне предпринимательсен ҫамрӑк ҫемйине патшалӑх пулӑшӑвне илме темиҫе май сӗннӗ - ҫакӑ халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр урлӑ Социаллӑ контракта тӗпе хурса, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшу памалли муниципалитет программи, ҫавӑн пекех республикӑри "Агростартап" программа. Пуҫаракан тата ӗҫ тӑвакан предпринимательсене пулӑшу памалли ҫак мерӑсем пурте "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх пуҫарӑвне уйрăм предпринимательсене пулăшасси" наци проекчӗн шайĕнче хастарлӑн пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: bakaly.bashkortostan.ru сайтран.

Бакалă районӗнче Газетдиновсем  патшалăх пулӑшнипе выльӑх-чӗрлӗх бизнесне ҫирӗплетме пултараҫҫĕ
Бакалă районӗнче Газетдиновсем патшалăх пулӑшнипе выльӑх-чӗрлӗх бизнесне ҫирӗплетме пултараҫҫĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: