Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Нарӑсӑн 2022, 12:14

Ачасем ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт хăнăхаҫҫӗ

2020 ҫулта Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садӗнче икӗ уйӑхран пуҫласа икӗ ҫул таран ачасен пӗрремӗш ушкӑнӗ уҫăлнă.  

Ачасем ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт хăнăхаҫҫӗ
Ачасем ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт хăнăхаҫҫӗ

2020 ҫулта Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садӗнче икӗ уйӑхран пуҫласа икӗ ҫул таран ачасен пӗрремӗш ушкӑнӗ уҫăлнă.

"Демографи" наци проектне пула Пишпÿлекри ачасем валли ясли ушкӑнӗсем ӗҫлеҫҫӗ. 2020 ҫулта "Дюймовочка" ача садӗнче малтанхи икӗ уйӑхран пуҫласа икӗ ҫул таран ача ушкӑнӗ уҫӑлнӑ.

"Гномики" ушкӑн 16 вырӑнлăх, халӗ унна 12 ача килсе ҫӳрет.

— Ашшӗ-амӑшӗсем пепкине ача садне илсе пыраҫҫӗ, ӑна воспитатель тата медицина сестри кӗтсе илеҫҫӗ. Термометри иртет, ачан кĕлеткине пӑхса тухаççĕ, унӑн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пĕлеççĕ. Сведенисене журнала ҫыраҫҫӗ. Ушкӑна икӗ зонӑна пайланӑ: вылямалли тата апатланмалли зона. Кашни пайне кирлӗ оборудовани вырнаҫтарнӑ: пӗтӗмӗшле манеж тата уйрӑмшар манеж, кроватьсем, теттесем, апат упрамалли холодильник, стерилизатор, пукансем-трансформерсем. Ҫавӑн пекех амӑшӗ кӑкӑр çитермелли тата кипкелемелли пӳлӗмре ятарлă сӗтел те пур, — каласа парать ача сачӗн заведующийӗ Ляйсан Латыпова.

Ачасем аслинче ташӑ хусканӑвӗсем, юрӑсем вӗренеҫҫӗ. Хӑй тӗллӗнех кӑранташсемпе, вак-тӗвексемпе усӑ курма хăнăхаççĕ, кашӑк тытма пӗлеççĕ. Пӗчӗккисемпе 29 ҫул ӗҫ стажӗ пухнă воспитателе ӗҫлеме кӑсӑклӑ.

— Эпӗ ачасемпе ӗҫлеме питӗ юрататӑп, кӑҫал ясли ушкӑнӗнчи ачисемпе ӗҫлеме пуҫларӑм. Çакă ҫав тери интереслӗ, кашнинех хамăнни пек юрататăп. Кун пурин пекех иртет, занятисем вӑйӑ формипе пулаҫҫӗ. Кашни кун икшер заняти, вӑйӑ-кулӑ, уяв ирттеретпĕр. Пирӗн ушкӑнра ачасем ҫӑмӑл та хӑвӑрт адаптацилеҫҫӗ. Икӗ хӗрача халерех киле пуçларӗҫ, халӗ ӗнтӗ вӗсем хăнăхрӗҫ, кунӗпех ирӗклӗн юлаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ яланхи пекех, çак ÿсĕмри пек, блендер урлӑ лайӑх вĕтетеҫҫӗ, сӗткенне те, ӳсӗмне кура паратпăр. Ӗҫ кунӗ ирхи 8 сехетрен 18.30 таран, — каласа парать Ирина Борисовна Горяйнова педагог.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Карина ПАВЛОВА.

 

Ачасем ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт хăнăхаҫҫӗ
Ачасем ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт хăнăхаҫҫӗ
Ачасем ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт хăнăхаҫҫӗ
Ачасем ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт хăнăхаҫҫӗ
Ачасем ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт хăнăхаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: