Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
18 Мартӑн 2022, 11:35

Раҫҫейри вузсенче искусственнăй интеллекчӗн ҫӗнӗ технологийӗсене вӗрентĕç

Унсӑр пуҫне 2023/2024 вӗренӳ ҫулӗнче искусственнăй интеллект сферинче бакалавриат программисене ӗҫе кӗртме палӑртнӑ.

Раҫҫейри вузсенче искусственнăй интеллекчӗн ҫӗнӗ технологийӗсене вӗрентĕç
Раҫҫейри вузсенче искусственнăй интеллекчӗн ҫӗнӗ технологийӗсене вӗрентĕç

2022 ҫулта Раҫҫей вузӗсенче искусственнăй интеллекчӗ енӗпе 83 ҫӗнӗ магистер программипе вӗрентӳ пуҫланать.
"Хальхи лару-тӑрура IT тата искусственнăй интеллекчӗ валли пысӑк технологиллӗ производствӑсем валли специалистсем хатӗрлесси пирӗншӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӗсен професси ӑсталӑхӗнчен тата компетенцисен шайӗнчен ҫӗршывӑн информаци хӑрушсӑрлӑхӗ тата технологисене аталантармалли шайӗ килӗ.
"Цифра экономики" наци программин "Искусственнăй интеллект" федераци проекчӗн шайӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Раҫҫейри вузсенче искусствӑлла ӑс-хакӑл енӗпе 83 магистер программи йӗркеленет. Регионти вузсенче уйрӑм акцент тунӑ", - каланă Раҫҫей вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко.
Унсӑр пуҫне 2023/2024 вӗренӳ ҫулӗнче искусственнăй интеллект сферинче бакалавриат программисене ӗҫе кӗртме палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Раҫҫейри вузсенче искусственнăй интеллекчӗн ҫӗнӗ технологийӗсене вӗрентĕç
Раҫҫейри вузсенче искусственнăй интеллекчӗн ҫӗнӗ технологийӗсене вӗрентĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: