Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
22 Мартӑн 2022, 16:28

Ачасене аталанма пулăшать

Пишпÿлек шкулĕнчи «Точка роста» лайăх кăтартусемпе савăнтарать.  

Ачасене аталанма пулăшать
Ачасене аталанма пулăшать

Пишпÿлек шкулĕнчи «Точка роста» лайăх кăтартусемпе савăнтарать.

Пултаруллӑ тата талантлă ачасемшӗн "Точка роста" центр Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта 2019 ҫулта уҫӑлнӑ. Виҫӗ ҫул хушшинче лайӑх йӗркеленӗ ӗҫ — шахмат вӑййинче вӗренекенсене вӗрентесси, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парасси, пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем, ҫавӑн пекех технологи урокӗсенче конструкцисем хатӗрлесси тата робототехника кӑтартӑвӗсем начар мар пулнă. «Практика использования оборудования в центре образования цифрового и гуманитарного профилей «Точка роста» мероприятие хальхи вӑхӑтра Аит, Пăслăк тата Усак-Кичу ялĕсенчи вӑтам шкулсенче ӗҫлекен ертӳҫĕсемпе педагогсем валли ятарласа йӗркеленӗ.

"Точка роста" центрти занятисене пурне те урок тулашĕнчи вăхăтра ирттереҫҫӗ. Хальхинче хӑнасем валли ятарласа уроксен расписанине улӑштарнӑ. Мастер-классем 1—3 классенче вӗренекенсем интернет-ресурссемпе усӑ курса шахматла выляма вӗреннинчен пуҫланнӑ. Роман Тиманкин шахматистсен ертсе пыракан ҫамрӑк шахматистсем вӑйӑ правилисене, блиц-турнир шахмат сехечӗсемпе усӑ курса кӑтартнӑ.

ОБЖ преподавателӗ Роман Владимирович аслӑ классенче вӗренекенсемпе пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ памалли урока манекен-тренажерсем ҫинче тренировка упражненийӗсем туса ирттернӗ. Унтан центр тата лего-набор оборудованийӗпе усӑ курса технологи урокӗсенче конструкцилесси, йывӑҫ хӑмасем ҫинче гравюра ҫунтарасси, вӗренекенсен практика ӗҫ-хӗлне технологи учителӗ Александр Васильев кӑтартнӑ. Вӗренекенсемпе вӑйӑ программисем йӗркелекен информатика учительне Сергей Федотова питӗ интересленсе итленĕ. Вӑл квадрокоптерсемпе ӗҫленине, çавăн пекех VR-шлемпа вӗренӳ процесӗнче усӑ курнине кӑтартнӑ.

Шкулти "Точка роста" центрăн ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн центр ертӳҫи Екатерина Андреева ӗҫтешӗсемпе, ҫитӗнӳсемпе, ĕç кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ. "Точка роста" центрта ПР Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров пулнӑ, мӗн курнипе кӑмӑллӑ юлнӑ. Семинар пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫавра сӗтел пулса иртрӗ, унта мӗн курни-илтни ҫинчен каласа пачӗҫ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Ачасене аталанма пулăшать
Ачасене аталанма пулăшать
Ачасене аталанма пулăшать
Ачасене аталанма пулăшать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: