Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
1 Апрелӗн 2022, 09:48

Уфара Экологи форумĕ иртет

#нацпроект  

Уфара  Экологи форумĕ иртет
Уфара Экологи форумĕ иртет

Пушкӑрт тĕп хулинче апрелӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшĕччен ВДНХ ЭКСПО экологи форумӗ пулӗ, унта хутшӑнакансем "Экологи" наци проекчӗ шайӗнче экологи аталанӑвӗн мӗнпур туртӑмӗсене тишкĕрсе тухаҫҫӗ.

ПР Экологи Министерствинче ҫакӑ, экологи культурине аталантарма хавхалантаракан, бизнес енчен те, общественность енчен те регионти пӗртен-пӗр нумай отральлĕ курав проекчӗ пулнине палӑртнӑ. ПР Экологи Министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Экологи форумӗн ӗҫлӗ программин тӗп мероприятийӗ "Экология региона. Тенденции развития отрасли» темӑпа пленарлӑ лару пулса тӑрӗ.

Пленум ларӑвне Тутарстан Республикин, Крым республикин, Нижний Новгород, Ростов, Калуга, Воронеж облаҫӗсен, федераци ассоциацийӗсен профильлӗ представителӗсем, промышленноҫ предприятийӗсен ертӳҫисем, каяшсене тыткаламалли сферӑри регионти операторсем хутшӑнассине ҫирӗплетрӗҫ.

Апрелӗн 13-мӗшӗнче Çамрӑксен экологи кунӗ "Пушкӑртстанӑн симӗс пуласлӑхӗ" пленарлă сессийӗ иртӗ, унта студентсен экологи проекчӗсене хӳтӗлĕç, эко-викторина, эко-квиз, иккĕмĕш чĕртавартан поделкăсем хатӗрлекен ӑстаҫӑ-классем, "Çӗре упракансем" вӑйă иртӗ. "Раççейӑн симӗс транспорчӗ" интерактив площадки ӗҫлӗ.

Выставкӑна вырӑнти предприятисемсӗр пуҫне Мускавран, Пермь крайӗнчен, Тюмень облаҫӗнчен, Тутарстанран 30 ытла компани хутшӑнӗ.

 «МГ» информацийĕпе.

Уфара  Экологи форумĕ иртет
Уфара Экологи форумĕ иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: