Кумертаура предприяти ӗҫченӗсем хушшинче "Ĕҫе тата хӳтӗлеве хатӗр" фестиваль иртнӗ.
ГТО нормисене парасси Кумертаура 2015 ҫулта муниципалитет центрне йӗркеленӗ чухне пуҫланнӑ, унта кӑмӑллакан кирек кам та — улттӑран пуҫласа 70 ҫула ҫити тата аслӑраххи — килме пултарать. Вӗсенчен кашниннех контроль нормативӗсене пама тата «кӗмӗл», «бронза» е «ылтӑн» паллӑ илме май пур.
ГТО программине фестивальсем те кӗртнӗ. Ҫакӑ шкул ачисен хушшинче хӗллехи фестиваль те, студентсен фестивалӗ те, ӗҫ коллективӗсем хушшинче йӑлана кӗнӗ фестиваль те. Кумертаура ҫак фестивальсем пурте иртеҫҫӗ, чи кирли — унта хулари ҫамрӑк ҫынсем те, ҫитӗннисем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Нумай пулмасть "Юбилейный" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра "Ĕҫпе хӳтӗлеве хатӗр" фестиваль федераци проекчӗн "Спорт — пурнӑҫ норми" проекчӗн эгиди айӗнче "Демографи" нацпроекчĕпе хулари организацисемпе предприятисен ӗҫченӗсем ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗррине кăтартса панă. Программӑра пресс çĕклесси, пиҫӗ упражненисем, ҫавӑн пекех пени, турникран туртăнасси, кевтене алă вăйĕпе урайĕнчен çĕклесси тата ишев пулнӑ.
МИХ информацийĕпе.