Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Майӑн 2022, 19:21

"Культура" нацпроекта пула Нуриман искусство шкулӗ музыка инструменчӗсен фондне ҫӗнетнӗ

#нацпроект

"Культура" нацпроекта пула Нуриман искусство шкулӗ музыка инструменчӗсен фондне ҫӗнетнӗ
"Культура" нацпроекта пула Нуриман искусство шкулӗ музыка инструменчӗсен фондне ҫӗнетнӗ

#нацпроект
Кӑҫал Нуриманри ача-пӑча искусствисен шкулӗнче музыка инструменчӗсем, хальхи оборудовани тата вӗренӳ материалӗсем туянма пултарнă.
Ҫак шкулӑн пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетме укҫа-тенке "Культура" наци проекчӗн шайӗнче федераци, регион тата вырӑнти бюджетсенчен уйӑрнӑ. ПР Культура министерствин пресс-центрӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, шкулӑн пурлӑхпа техника никӗсне лайӑхлатма тӑван ҫӗршыв производителӗсен инструменчӗсене туяннӑ.
Паллах, ку пӗтӗм районшӑн савӑнӑҫлӑ пулӑм, халӗ вӗренекенсем хӑйсен ӑсталӑхне ҫӳллӗрех шайра ӳстерме пултараҫҫӗ.
ДШИ директорĕ Раушания Никонова "Культура" наци проекчĕ шайӗнче туяннине пула преподавательсемпе ача-пӑча искусство шкулӗн вӗренекенӗсем професси тӗрекӗ илме тата хӑйсен ӑсталӑхӗн шайне чылаях ӳстерме пултарасса шанать.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкӗ: culture.bashkortostan.ru

"Культура" нацпроекта пула Нуриман искусство шкулӗ музыка инструменчӗсен фондне ҫӗнетнӗ
"Культура" нацпроекта пула Нуриман искусство шкулӗ музыка инструменчӗсен фондне ҫӗнетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: