#наци проекчĕ
2023-2024 ҫулсенче Пушкӑртстан "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проектне пула ҫӗнӗ общество транспорчӗн 85 единици илӗ.
Куҫӑм составне ҫӗнетекен регионсен переченьне конкурс суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе Раҫҫейри Транспорт министерстви ҫирӗплетнӗ. Пӗтӗмпе заявкӑсем 44 регионтан пулнă.
"Нацпроект шайӗнче ҫӗршывӑн ҫул-йӗр сетьне нормативлӑ тытӑма кӗртессипе общество транспортне ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ", - тесе палӑртнӑ ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Александр Булушев.
"Патшалӑх транспорчӗн лизинг компанийӗ" АО наци проекчӗ шайӗнче общество транспорчӗн программин операторӗ пулса тӑрать.
"Башинформ" информацийĕпе.