Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
1 Августӑн 2022, 20:49

Стерлитамак районӗнчи ял библиотекинче инвалидсем валли пӗтӗм услови йӗркеленӗ

#наци проекчĕ

Стерлитамак районӗнчи ял библиотекинче инвалидсем валли пӗтӗм услови йӗркеленӗ
Стерлитамак районӗнчи ял библиотекинче инвалидсем валли пӗтӗм услови йӗркеленӗ

#наци проекчĕ
"Культура" наци проектне пула Стерлитамак районӗнчи Наумовӑри модель библиотекинче инвалидсем валли оборудовани йӗркеленӗ. Кун пирки регионти Культура министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Сӑмахран, библиотекӑра ӗҫченсене чӗнмелли кнопкӑсене анлӑлатнӑ, библиотекӑри навигаци кнопкисене вырнаҫтарнӑ, пандуса ҫӗнетнӗ.
"Культура" наци проектне пула библиотекӑра хальхи хӑтлӑ ӗҫ-хӗл лаптӑкӗ йӗркеленӗ. Модель библиотеки чӑннипех чикӗсӗр майсен территорийӗ пулса тӑнă, палăртнă ведомствӑра.
Аса илтеретпӗр, "Культура" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Культура министерствин пресс-служби.

 

Стерлитамак районӗнчи ял библиотекинче инвалидсем валли пӗтӗм услови йӗркеленӗ
Стерлитамак районӗнчи ял библиотекинче инвалидсем валли пӗтӗм услови йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: