Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
4 Августӑн 2022, 18:11

Стерлитамакра 15 ҫул участокĕ вырӑнне 17 юсаççĕ

#наци проекчĕ

Стерлитамакра 15 ҫул участокĕ  вырӑнне 17 юсаççĕ
Стерлитамакра 15 ҫул участокĕ вырӑнне 17 юсаççĕ

#наци проекчĕ
Стерлитамакра "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект шайӗнче Южная тата Комсомольская урамсен участокне хушма юсаççĕ, пӗлтернӗ Пушкӑрт правительствин пресс-службинче. Ҫапла вара, нацпроекта пула республикӑра кӑҫал палӑртнӑ 15 вырӑнне 17 ҫул-йӗр участокне юсаççĕ.
Ҫӗнӗ ҫулсен участокӗсене аукционсем ирттернӗ чухне 9,5 млн тенке яхӑн перекетленипе юсаççĕ.
"Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ. Пӗтӗм ҫӗршыва наци проекчӗн масштабӗ ҫавӑрса илет, унта Раҫҫейӗн 85 субъекчӗ тата хула агломерацийӗсен 105 субъекчӗ хутшӑнать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Çул-йĕр министерствин пресс-служби.

Стерлитамакра 15 ҫул участокĕ  вырӑнне 17 юсаççĕ
Стерлитамакра 15 ҫул участокĕ вырӑнне 17 юсаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: