+1 °С
Пӗлӗтлӗ
#наци проекчĕ
Месягутово тӗп больници "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланипе пациент мониторингӗн электрокардиографи модульлӗ пилӗк системи илнӗ.
Регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек экг-модульсемпе медиксем кардиограммӑна васкавлă пулӑшу машини ҫинчех ӳкерсе специалистсене консультаци валли ӑсатма пултараҫҫӗ.
"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.