Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
29 Сентябрӗн 2022, 20:10

Ялсене тирпей-илем кӗртес енӗпе лайӑх проектсен конкурсне Пушкӑртстанри ҫичӗ проект хутшӑнать

#наци проекчĕ

Ялсене тирпей-илем кӗртес енӗпе лайӑх проектсен конкурсне Пушкӑртстанри ҫичӗ проект хутшӑнать
Ялсене тирпей-илем кӗртес енӗпе лайӑх проектсен конкурсне Пушкӑртстанри ҫичӗ проект хутшӑнать

#наци проекчĕ
Раҫҫей Ялхуҫалӑх министерстви "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" программа тӑрӑх ял территорийӗсене тирпей-илем кӗртес енӗпе чи лайӑх проектсен конкурсӗпе сасӑлав пуҫланни ҫинчен пӗлтернӗ. Пушкӑртстан чи хастар хутшӑнакансенчен пӗри пулса конкурса ҫичӗ проект тӑратнӑ.
Сасӑлама сентябрӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 2-мӗшӗччен юрать. Кӑмӑла кайнӑ проекта 1 баллран пуҫласа 5 балл таран пӗрре хаклама тата Пушкӑрт ялхуҫалӑх министерствинче ӑнлантарусем ҫырма пулать. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене эксперт ушкӑнӗ палӑртать.
Проектсемшӗн сасӑлас тесен Ссылкӑпа куҫмалла, Пушкӑртстанри регионсен менювӗнче кӑмӑла кайнӑ проекта суйламалла.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: pravitelstvorb.ru

Ялсене тирпей-илем кӗртес енӗпе лайӑх проектсен конкурсне Пушкӑртстанри ҫичӗ проект хутшӑнать
Ялсене тирпей-илем кӗртес енӗпе лайӑх проектсен конкурсне Пушкӑртстанри ҫичӗ проект хутшӑнать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: