

#наци проекчĕ
Октябрьскинче "Туризмпа тараватлӑх индустрийĕ" наци проекчӗн шайӗнче Нарыш-тау тӑвӗ ҫине экоçул уҫнӑ, пӗлтернӗ муниципалитетра.
Ту çине экологи сукмакӗн - Октябрьскин паллӑ вырăнĕн пуҫаруҫи Дана Аникина пулнă. Хула предпринимателӗсем унӑн пуҫарулӑхне ырланӑ, шухăша пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑ.
Сӑмахран, экологи сукмакӗн пуҫламӑшӗнче, ҫавӑн пекех пăхмалли площадкисенче пихта, чӑрӑш тата уртӑш йывӑҫҫисем лартнӑ. Сукмак тӑрӑх ту тӑррине каякан кӑтарткăçсем лартнă. Пăхмалли площадкăсенче тенкелсем тунă — халӗ кунта хула ҫине ҫӳлтен пӑхса канма та пулать.
Аса илтеретпӗр, "Туризмпа тараватлӑх индустрийĕ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.