

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшасси" наци проекчӗн шайӗнче республикӑри "Çулталӑк предпринимателӗ-2022" конкурс пуҫланать. Ӑмӑртӑва Пушкӑртстан Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тӳпе хывнӑ вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен ӑнӑҫлӑрах субъекчӗсене тупса палӑртма тата хавхалантарма тӗллев лартнӑ.
Конкурса октябрӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 30-мӗшӗччен икӗ тапхӑрпа ирттереҫҫӗ: суйлав (муниципалитет) тата вĕçлекенни (республика).
Суйлав тапхӑрне муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсем октябрĕн 12-мĕшĕнчен пуҫласа октябрӗн 31-мӗшӗччен ирттереҫҫӗ. Суйлав турӗн ҫӗнтерӳҫисем валли заявка кампанийӗ 2022 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен иртӗ. Чаплӑ церемоние 2022 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче наградӑлӗҫ.
Конкурсантсен ӗҫӗ-хӗлне 2020-2021 ҫулсенче ӗҫ результачӗсем тӑрӑх хаклаҫҫӗ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.