

#наци проекчĕ
Уфан регионти чĕрепе юн тымарĕсен центрӗ хаклӑ тӑракан ҫӗнӗ медицина оборудованийĕ илнӗ, пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче. Хальхи оборудование "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫлакан чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе кӗрешмелли программӑна пула тӑратма май пулнă.
SOMATOM go компьютер томографийӗн системине Регионти чĕрепе юн тымарĕсен центрӗн пайăрка диагностикин уйрӑмӗнче вырнаҫтарнӑ.
"Хальхи КТ пӗтӗм ҫӗнӗ программӑсемпе пуянланнӑ тата чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗн чирӗсене, ҫавӑн пекех нейро-юн тымарӗсен тытӑмӗн чирӗсене диагностика ирттерме май парать", - палӑртнӑ Сывлӑх сыхлав министерствинче.
Кунсӑр пуҫне, ҫав центртах Optima IGS 330 ангиографиллӗ рентгеноскоп системи вырнаҫтарнӑ. Вӑл пулӑшнипе медиксем эндоваскулярлӑ диагностика тата сиплев хутшӑнӑвӗсене пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.