Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
19 Октябрӗн 2022, 14:45

Марат Шарафутдинов Саратов облаҫне ĕçпе кайса килнӗ

#наци проекчĕ

Марат Шарафутдинов Саратов облаҫне ĕçпе кайса килнӗМарат Шарафутдинов Саратов облаҫне ĕçпе кайса килнӗ
Марат Шарафутдинов Саратов облаҫне ĕçпе кайса килнӗ


#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикин делегацийӗ Пушкӑртстанри вӑрман хуҫалӑх министрӗ Марат Шарафутдинов ертсе пынипе Саратов облаҫне ҫитсе курнӑ.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата облаҫăн Экологи министерствинче пулнӑ май "Экологи" наци проекчĕ шайĕнче "Вӑрмансене сыхлас" федераци проектне пурнӑҫлас ыйтусемпе канашлу, вӑрман касакан службӑсен ӗҫӗсене, облаҫри вӑрман фончӗн лаптӑкне ӳстерес енӗпе мероприятисем ирттернӗ.
Шарафутдинов ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата облаҫăн экологи министрӗпе Константин Доронинпа Пушкӑртстанри тата Саратов облаҫӗнчи Вӑрман хуҫалӑхӗн сферинчи хутшӑнусене аталантармалли малашлӑх ҫул-йӗрсене сӳтсе явнӑ.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстан Ялхуҫалӑх министерстви Раҫҫей Президенчӗн указӗпе иртекен "Экологи" нацпроект шайĕнчи "Вӑрмансене сыхлас" федераци проектне пурнӑҫлама хутшӑнать. Проект 2024 ҫул тӗлне вӑрмансене шайлаштарнин тата ҫӗнетсе пынин шайне 100 процента тивӗҫтерме май парать.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Марат Шарафутдинов Саратов облаҫне ĕçпе кайса килнӗ
Марат Шарафутдинов Саратов облаҫне ĕçпе кайса килнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас