

#наци проекчĕ
Октябрӗн 19-мӗшӗнче Пушкӑрт Экологи министерстви коммуналлӑ хытӑ каяшсене уйрăм пухмалли контейнерсем туянма конкурс пуçарса янă. Туянусен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 172,15 млн тенкӗпе танлашать, заявкӑсене октябрӗн 27-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кун ҫинчен калакан информацие госзакупка порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Конкурс докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн 1 пин литртан пуҫласа 2 пин литр таран калӑпӑшлӑ, еврозахватлӑ тӳрӗ кӗтеслӗ контейнерсем туянма палӑртнӑ. Вӗсен шутӗнче - типӗ хутăш ҫӳп-ҫап валли сарăрах тĕслĕ 3171 контейнер, кантӑк валли хӗрлӗ тӗслӗ 3042 контейнер, пластик валли 2253 сарӑ контейнер тата хут валли 2627 кăвак контейнер. Пӗтӗмпе 11 093 контейнер туянӗҫ.
Контейнерсене республикӑри 63 муниципалитет площадкисенче вырнаҫтарӗҫ. Пур площадкӑсене те "Экологи" наци проекчӗ шайӗнче коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухмалли вырӑнсен реестрне кӗртмелле.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.