

#наци проекчĕ
"Пушкӑртстанри Кванториум" ача технопаркӗн "IT-квантумра" вĕренекенсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Кванториада-2021" ача-пӑча инженер командисен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнă. Ачасем "Корабль тулашĕнчи ӗҫ валли платформа" проектпа тухнă, заказчикӗ - Роскосмос.
Мероприяти "Вӗрентӳ" наци проекчӗн "Кашни ачан çитӗнӗвӗ" федераци проектне пурнӑҫланӑ шайра иртнӗ.
Конкурсра ҫӗнтернӗшӗн хавхалантарас шутпа ачасене "Роскосмос" йĕркелÿçисем тата Федерацин хушма вӗренӳ тата ачасене хутшӑнмалли канупа сыватмалли центрӗ "Восточный" космодрома вӗрентекен программӑна хутшӑнмашкӑн чӗннӗ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.