Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
25 Октябрӗн 2022, 18:16

Пушкӑртстан проекчӗсем "Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" программӑна хутшӑннӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан проекчӗсем "Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" программӑна хутшӑннӑПушкӑртстан проекчӗсем "Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" программӑна хутшӑннӑ
Пушкӑртстан проекчӗсем "Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" программӑна хутшӑннӑ

#наци проекчĕ
Пушкӑртри тӑватӑ туризм проекчӗ "Туризмпа тараватлӑх индустрийĕ" нацпроект шайӗнче ял тата экологи туризмне аталантарас енӗпе пуҫаракансене Пӗтӗм Раҫҫейри пулӑшу программине хутшӑннӑ. Ку проектсем "Могучий Иремель", "На свою долюшку в волюшку", "Крутим Землю", "Башкирские каникулы" этнотур, ПР Предпринимательствопа туризм министерстви пӗлтернӗ.
Авторсем Пушкӑртстанри тӗрлӗ районсенчи ҫутҫанталӑк палӑкӗсем патне сайра тӗл пулакан туризм маршручӗсем йӗркеленӗ. Хӑйсен проекчӗсене вӗсем ял ҫыннисене явӑҫтарнӑ, вӗсем туристсене пушкӑрт халӑхӗн традицийӗсемпе культури ҫинчен каласа панӑ пулӗччӗҫ.
"Туризмпа тараватлӑх индустрийĕ" нацпроекта 2021 ҫулхи май уйӑхӗнче хута янӑ. Программа миссийӗ -ҫӗршывра туризм инфратытӑмне туллин йӗркелесси: пӗлӳ экскурсийӗсем, ҫӗнӗ экомаршрутсем, ҫамрӑксемпе ачасем валли турсем. Чи лайӑх проектсене программа сайтӗнче халӑх сасӑлавӗпе суйланӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстан проекчӗсем "Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" программӑна хутшӑннӑ
Пушкӑртстан проекчӗсем "Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" программӑна хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас