

#наци проекчĕ
Нуриман районӗнчи тӗп больницӑра 3,2 пин ытла ҫын хальхи цифра флюорографӗпе тӗпченнĕ, пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче.
Ведомствӑн пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх, сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилемелли регионти программӑна пула ҫӗнӗ оборудовани килнӗ. Аса илтеретпӗр, ку программа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать.
Раҫҫейри "Флюоро-ПроГраф-РП" цифра аппаратне 2022 ҫулхи май уйӑхӗнче Нуриманти тĕп больницана вырнаҫтарнӑ. Ҫак вӑхӑтра ҫӗнӗ оборудованипе тӗпчев 3,2 пин ытла пациент иртнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.