Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
1 Ноябрӗн 2022, 16:04

Верхние Татышлы ялĕнче нацпроекта пула пӗвене хӑтлӑлатнӑ

#наци проекчĕ

Верхние Татышлы ялĕнче нацпроекта пула пӗвене хӑтлӑлатнӑВерхние Татышлы ялĕнче нацпроекта пула пӗвене хӑтлӑлатнӑ
Верхние Татышлы ялĕнче нацпроекта пула пӗвене хӑтлӑлатнӑ


#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Татăшлă районӗнчи Верхние Татышлы ялӗнче Бармыш юханшывӗ ҫинчи пӗвене чаплӑн уҫнӑ, пӗлтернӗ регион ЖКХ министерствинче.
"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, тирпей-илем кӗртес ӗҫсене "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн федерацин "Пурӑнмалли хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелесси" программипе икӗ ҫул хушши тунă.
Халӗ пӗве территорийӗнче бордюрлӑ тротуар плиткисем сарса тухнӑ, урамра ҫутаткӑҫсем, тенкелсем лартнӑ, машинӑсем тӑмалли площадка тунӑ, ача-пӑча тата спорт площадкисем тунӑ, беседкӑсем лартнӑ, пляж зонине пирспа, хывӑнмалли тата сӑнамалли пункт вырнаҫтарнӑ, видеокамерӑсем лартнӑ тата ытти те.
Аса илтеретпӗр, "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт ЖКХ министерствин пресс-служби.

 

Верхние Татышлы ялĕнче нацпроекта пула пӗвене хӑтлӑлатнӑ
Верхние Татышлы ялĕнче нацпроекта пула пӗвене хӑтлӑлатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас