

#наци проекчĕ
Пушкӑрт Ялхуҫалӑх министерствинче 2022 ҫулта ялхуҫалӑх потребитель кооперативӗсен (СПоК) тӑкакĕсен пӗр пайне саплаштарма черетлӗ заявкӑсем илнĕ. Ку тапхӑрта субсидисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 39 млн тенкӗ ытла. "Вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен акселерацийӗ" регион проекчӗн шайӗнче патшалӑх пулӑшӑвне "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство" нацпроект шайӗнче хальхинче 31 ялхуҫалӑх кооперативӗ илӗ. Кун пирки Пушкӑрт правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Кӑҫал республикӑри ялхуҫалӑх потребкооперативĕсене асӑннӑ тӗллевсем валли 123 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Суйлав ирттернӗ кооперативсене техника, оборудовани, выльӑх-чӗрлӗх тата ытти япала туянма тӑкаксен 50% таран тавăраççĕ. Субсидисене тата СПоК членӗсенчен чӗртавар туянас тӑкаксен пӗр пайне компенсацилеме палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР правительстви.