Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
8 Ноябрӗн 2022, 15:39

Пушкӑртстанра Уфа районӗнче пурӑнакан 10 пин ҫынна ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра Уфа районӗнче пурӑнакан 10 пин ҫынна ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗПушкӑртстанра Уфа районӗнче пурӑнакан 10 пин ҫынна ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ
Пушкӑртстанра Уфа районӗнче пурӑнакан 10 пин ҫынна ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ

#наци проекчĕ
Уфа районӗнчи ултӑ яла ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ, пӗлтернӗ Пушкӑртри пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин пресс-службинче.
2019 ҫултан пуҫласа, федерацин "Таса шыв" проектне пурнӑҫланине пула, Кумлекуль, Горново, Красный Яр, ҫавӑн пекех Якшиваново, Карюгино тата республикӑри Уфа районӗнчи Опытлӑ хуҫалӑхра ялсене шыв хатӗрлес тата шывпа тивӗҫтермелли сетьсем тӑвас йӑлана пурнăçлама тытӑннӑ.
Ҫак кӑтартӑва Пушкӑрт территорийӗнче пурнӑҫлама шыв тивӗҫтермелли 29 объекта тума е юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. 2024 ҫулччен проекта пурнӑҫланӑ шайра регионти 22 муниципалитетра шывпа тивӗҫтермелли объектсем тума палӑртнӑ.
"Таса шыв" проект Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра Уфа районӗнче пурӑнакан 10 пин ҫынна ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ
Пушкӑртстанра Уфа районӗнче пурӑнакан 10 пин ҫынна ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас