

#наци проекчĕ
"Бирскри сӗт-ҫу комбиначӗ" ООО "Ĕҫ тухӑҫлӑхĕ" наци проекчӗ шайӗнче производство тухӑҫлӑхне ӳстермелли мероприятисене пӗтӗмлетнӗ. Компетенцисен регионти центрӗ пулӑшнипе ҫур ҫул хушшинче ультрапастеризациленӗ сӗт кӑларакан йышне 1,5 хут (30 тоннӑран пуҫласа 45 тонна таран) ӳстерме тата фасовка автомачӗсен линийӗн тухӑҫлӑхне 15% (88 пакетран пуҫласа 102 пакет таран) ӳстерме май килнӗ. Кун ҫинчен ПР правительствин Премьер-министрӗн пӗрремӗш заместителӗ ПР экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов пӗлтернӗ.
Проектра нумай вӑхӑт упранакан ультрапастеризациленӗ сӗт фасовкине пилот юхӑмӗпе палӑртнӑ. Сӗт фасовкине тишкернӗ чухне производство оборудованин тухăçлăхне чакарнине, оборудовани аварилле нумай тӑнине, процесс пысӑк ӗҫлĕ пулнине тупса палӑртнӑ.
"Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне 2018 ҫулта РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн май уйӑхӗнчи указӗпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ тата 2024 ҫул тӗлне ҫӗршыври ӗҫ тухӑҫлӑхне 5 процента ÿстерме валли ҫулленхи условисем йӗркелеме тунă.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.