Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
15 Ноябрӗн 2022, 15:18

Пушкӑртстанра тепӗр ялта ҫӗнӗ парк уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра тепӗр ялта ҫӗнӗ парк уҫӑлнăПушкӑртстанра тепӗр ялта ҫӗнӗ парк уҫӑлнă
Пушкӑртстанра тепӗр ялта ҫӗнӗ парк уҫӑлнă

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Салават районӗнчи Малояз ялĕн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче ҫӗнӗ спорт паркӗ уҫӑлнă, пӗлтернĕ регионти ЖКХ министерствин пресс-службинче.
Спортпа туслашма пысӑк общество хутлӑхне йӗркелесси Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелемелли программӑпа май килнӗ.
Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнчи парк рейтинг сасӑлавӗнче ҫӗнтернӗ, ӑна 2021 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 30-мӗшӗччен 2022 ҫулта хӑтлӑх кӗртме палӑртакан общество территорийӗсене суйласа илнӗшӗн ирттернӗ.
"Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" проектпа тирпей-илем кӗртмелли тӗрлӗ мероприятисене пурнӑҫлама 2022 ҫулта 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗсенчен 93 проценчӗ - федераци бюджечӗн укҫи-тенки.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт ЖКХ министерствин пресс-служби.

 

Пушкӑртстанра тепӗр ялта ҫӗнӗ парк уҫӑлнă
Пушкӑртстанра тепӗр ялта ҫӗнӗ парк уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас