Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
16 Ноябрӗн 2022, 15:21

Благовещенск фермерӗ хӑйӗн "Агростартапне" пурнӑҫлама 4,2 млн тенкӗ илнӗ

#наци проекчĕ

Благовещенск фермерӗ хӑйӗн "Агростартапне" пурнӑҫлама 4,2 млн тенкӗ илнӗБлаговещенск фермерӗ хӑйӗн "Агростартапне" пурнӑҫлама 4,2 млн тенкӗ илнӗ
Благовещенск фермерӗ хӑйӗн "Агростартапне" пурнӑҫлама 4,2 млн тенкӗ илнӗ

#наци проекчĕ
Пушкӑртра "Агростартап" программӑна пула юлашки виҫӗ ҫул хушшинче 230 ытла ҫӗнӗ фермер хуҫалӑхӗ йӗркеленӗ. 2022 ҫулта республикӑра ҫак программӑпа грантсене 125,4 млн тенкӗ уйӑрнӑ, патшалӑх пулӑшӑвне илнисенчен пӗри Благовещенск районӗнчи фермер пулса тӑнӑ.
ПР Ялхуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Благовещенскри Чингис Хасанов предприниматель сӗтлĕ вылăх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе аталантармалли хутлӑ бизнес-проект тăратнă, ӑна конкурс комиссийӗ тухӑҫлӑ та пурнӑҫа кӗртме пулакан тесе йышӑннӑ. Вӑл 4,2 млн тенкӗ ферма тума илнӗ. Укҫа-тенке нумай сĕт паракан, хура-чӑпар тĕслĕ çамрăк пушмаксем туянма палӑртнӑ. Тулли хӑватлӑ сӗт туса кӑларнин калӑпӑшӗ 800 тонна ытла тата ҫулталӑкра чӗрӗ виҫепе 28 тонна какай шутланать. Унсӑр пуҫне хуҫалӑхра, конкурса хутшӑнмалли условисемпе килӗшӳллӗн, хушма икӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеҫҫӗ.
Пушкӑртри "Агростартап" программа "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать. Ӑна ĕçе тин пуçăнакан фермерсене пулӑшас тата вӗсене малалла аталантарас тӗллевпе ял хуҫалӑхне уйрӑм хушма хуҫалӑхсене явӑҫтарма янӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Ялхуҫалӑх министерстви.

 

Благовещенск фермерӗ хӑйӗн "Агростартапне" пурнӑҫлама 4,2 млн тенкӗ илнӗ
Благовещенск фермерӗ хӑйӗн "Агростартапне" пурнӑҫлама 4,2 млн тенкӗ илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас