Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
21 Ноябрӗн 2022, 15:22

Пелепейре наци проектне пула нумай хваттерлӗ ҫурт хăпартасси вӗҫленет

#наци проекчĕ

Пелепейре наци проектне пула нумай хваттерлӗ ҫурт хăпартасси вӗҫленетПелепейре наци проектне пула нумай хваттерлӗ ҫурт хăпартасси вӗҫленет
Пелепейре наци проектне пула нумай хваттерлӗ ҫурт хăпартасси вӗҫленет

#наци проекчĕ
Пелепейре пилӗк хутлӑ ҫурт туса пӗтереҫҫӗ, унта авариллӗ ҫуртсенчен 77 ҫын куҫать, пӗлтернӗ ЖКХ реформацилеме пулӑшакан фондра.
В.Н. Травницкий урамӗнчи ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗ пурӑнма юрӑхсӑррине ҫирӗп чакарассине тивӗҫтересси" федераци проекчӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Путин хушса хатĕрленĕ нацпроекта пурнӑҫланине пула нумай хваттерлӗ ҫурт тума пӗлтӗрхи ноябрь уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Халӗ ҫӗнӗ стройкăра пурӑнма хатӗрпе пĕр: пур хваттерте те таса отделка тунӑ, ҫул хӗрринчи территорие тирпей-илем кӗртес ӗҫсене вӗҫленӗ. Шывпа тивӗҫтермелли тата ӑшӑтмалли системӑна йӗркелес енӗпе ӗҫсем ирттереҫҫӗ, газ оборудованийӗсем лартаççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ЖКХ реформăлама пулӑшакан фонд сайчӗ.

Пелепейре наци проектне пула нумай хваттерлӗ ҫурт хăпартасси вӗҫленет
Пелепейре наци проектне пула нумай хваттерлӗ ҫурт хăпартасси вӗҫленет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас