

#наци проекчĕ
2019 ҫулхипе танлаштарсан, "Культура" наци проектне пурнӑҫлама федераци укҫи-тенкин калӑпӑшӗ 12 хут ӳснӗ. Кун пирки республикӑри Патшалӑх Пухăвӗнче-Курултайра, "Культура" нацпроектпа ӗҫленине тӗрӗслекен ĕç ушкӑнӗн ларӑвӗнче ПР культура министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Наталья Лапшина пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Культура" наци проекчӗ Пушкӑртра тӑватӑ ҫул пурнӑҫланать.
Курултайри ларура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак анлӑ проектӑн пур ҫул-йӗрӗ те республикӑра та, муниципалитет шайӗнче те питӗ кирлӗ. Нацпроект регион культурине аталантарассинче пысăк çитĕнÿсем тума май панă.
"Башинформ" информацийĕпе.