

#наци проекчĕ
"Культура" нацпроект шайĕнче Краснохолмски ялӗнче цифра кинозалӗ уҫӑлнă, Калтасă районӗн пуҫлӑхĕ Забир Габдуллинăн сăмахĕсене тĕпе хурса пушкӑрт ЦУР пӗлтернӗ.
Зал "Нефтяник" культура керменĕнче вырнаҫнă. Соцсетьсенче муниципалитет ертӳҫи ҫырнӑ тӑрӑх, куракансем валли сеанссем ытларикун, юнкун, кĕçнерникун тата канмалли кунсенче 16.00, 18.00 тата 20.00 сехетсенче иртӗҫ.
Ҫавӑн пекех декабрь уйӑхӗнче киномансене илĕртмелли ҫӗнӗ вырӑн Калтассинче те пулӗ, - хушса хунă Забир Габдуллин.
Пушкӑртра федераци бюджечӗн шучӗпе "Культура" нацпроект шайӗнче пурӗ вунă кинозал ҫӗнетеҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Забир Габдуллин соцсечĕ.