Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
28 Ноябрӗн 2022, 15:31

"Васкавлӑ экспорт пулӑшӑвӗ" Пушкӑртстанри тата тепӗр районта пулнă

#наци проекчĕ

"Васкавлӑ экспорт пулӑшӑвӗ" Пушкӑртстанри тата тепӗр районта пулнă"Васкавлӑ экспорт пулӑшӑвӗ" Пушкӑртстанри тата тепӗр районта пулнă
"Васкавлӑ экспорт пулӑшӑвӗ" Пушкӑртстанри тата тепӗр районта пулнă

#наци проекчĕ
"Васкавлӑ экспорт пулӑшӑвӗ" Пушкӑртстанри Чишма районĕнчи предприятисене ҫитнӗ, пӗлтернӗ регион правительствин пресс-службинче.
Экспертсем илемпе сывлӑх валли натурӑллӑ продуктсем тăвассипе специализациленекен производство предприятисенче, кӑмпа ҫитӗнтерекен, апат-ҫимӗҫ полиэтиленӗ кăларакан, спред, маргарин, ирĕлтернĕ хутӑшӗсем туса кӑларакан предприятисенче пулнӑ.
Аса илтеретпӗр, "Васкавлӑ экспорт пулӑшӑвӗ" хӑйӗн ӗҫне пӗлтӗрхи февралӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӑ.
Пысӑк проектӑн тӗп тӗллевӗ - ют ҫӗршывсен рынокӗсене тата экспорта диверсификацилеме республика экспортне тивӗҫтермелли вӑй-хӑватлӑ экспортерсене тупса палӑртасси. Пĕтĕмпе экспорт вӑй-хӑвачӗпе усӑ куракан пилĕк пин пушкӑрт предприятийӗнчен кая мар тупса палӑртма палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑта "Васкавлӑ экспорт пулӑшӑвӗн" мобиллӗ бригадисем 66 хут тухассине йӗркеленӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, специалистсем регионти 230 предприятие ҫитсе курнӑ.
СЭП специалисчӗсем патне консультацилеме е визит тума заявкӑна электронлӑ почтӑпа хӑварма юрать exportcenter@bashkortostan.ru. ҫырура компанин кĕске ятне, сайтне е социаллӑ сеть адресне ҫырса кӑтартмалла. Контакт телефонӗсем: 8 (347) 246-89-28, 8-917-423-22-93.
Пушкӑртстанра "Васкавлӑ экспорт пулӑшӑвӗ" экспорта пулӑшу памалли программа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ шайӗнче пурнӑҫланать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Правительствин сайчӗ.

"Васкавлӑ экспорт пулӑшӑвӗ" Пушкӑртстанри тата тепӗр районта пулнă
"Васкавлӑ экспорт пулӑшӑвӗ" Пушкӑртстанри тата тепӗр районта пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас