+28 °С
Пӗлӗтлӗ


#наци проекчĕ
Пушкӑрт правительствин ларӑвӗнче 2023 ҫулта ҫул юсамалли плансене палӑртнӑ. Ҫитес ҫул пурӗ 62 ҫухрӑм ҫул тата 802 метр тӑршшӗ пилӗк кӗпер юсама палӑртнӑ. "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект шайӗнче 175 ҫухрӑм тӑршшӗ автоҫул юсас ӗҫ малалла тӑсӑлӗ.
2022 ҫулта республикӑн Ҫул-йӗр фончӗ 42 миллиард ытла тенкӗпе танлашнӑ, 2023 çул валли фонд калӑпӑшне 35 миллиард тенкӗ виҫепе палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.