Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
1 Декабрӗн 2022, 19:23

Уфа çыннисем ҫул ҫине вӑхӑт сахал тӑкаклӗҫ

Пушкӑрт тӗп хулинче светофорсене ҫӗнетесси малалла пырать.

Уфа çыннисем ҫул ҫине вӑхӑт сахал тӑкаклӗҫ
Уфа çыннисем ҫул ҫине вӑхӑт сахал тӑкаклӗҫ


Пушкӑрт тӗп хулинче светофорсене ҫӗнетесси малалла пырать.
Уфара "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗ шайӗнче ӑс-хакӑл транспорт тытӑмне ӗҫе кӗртес ӗҫ пырать. Сӑмахран, ҫул-йӗр контролерӗсемпе транспорт детекторӗсене специалистсем монтаж тӑваҫҫӗ. Хула мэрийӗнче ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ӗҫсем Октябрь проспектӗнче, Менделеев, Жуков тата Раҫҫей урамӗсенче пыраҫҫӗ. Палӑртса хӑваратпӑр, "Уфагорсвет" ҫулталӑк вӗҫлениччен çул хĕрескелĕсенче 50 оборудовани улӑштарать.
Ӗҫсене виҫӗ тапхӑра уйӑрнӑ, 2024 ҫула вĕçленмелле. Ҫавна май кашни тапхӑрта светофорсен шучӗ ҫӗнелет. Уфара пӗтӗмӗшле 134 объекта лайӑхлатаҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.

Уфа çыннисем ҫул ҫине вӑхӑт сахал тӑкаклӗҫ
Уфа çыннисем ҫул ҫине вӑхӑт сахал тӑкаклӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: