

#наци проекчĕ
Регионти Вĕрентÿ министерствин пресс-службин информацийӗ тӑрӑх, пӗтӗм Раҫҫейри "Малашлӑх билечӗ" проектӑн цифра платформи ҫинче Пушкӑртстанран 30 000 ытла ҫынна регистрациленӗ. Вӗсенчен виҫҫӗмӗш пайӗ профориентаци диагностики витӗр тухнӑ, 8000 яхӑн вӗренекен професси сĕнĕвĕсем илнӗ.
Пушкӑртстан проекта хутшӑнакансен шучӗпе Топ-10 регион-лидера кӗнӗ.
"Проекта пурнӑҫланӑ май шкул ачисем хальхи ӗҫ рынокне йӗркелесси тата регионӑн професси пӗлӗвӗн тытӑмӗ ҫинчен чи ҫивӗч хыпарсем илеҫҫӗ, тӗрлӗ професси сферипе паллашаҫҫӗ, вӗрентекенсем вара ӗҫ валли ҫӗнӗ инструментсемпе практикӑсем илеҫҫӗ", - каласа панӑ ПР вӗрентӳ тата наука министрӗ Айбулат Хажин.
"Малашлӑх билечӗ" проект Раҫҫейри 85 регионта Владимир Путин Президент хушнипе пурнӑҫланать тата "Вӗренӳ" наци проекчӗн шайӗнче "Кашни ачан çитӗнӗвӗ" федераци проектне кӗрет. Проекта ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем тӳлевсӗр хутшӑнаççĕ. Тӗллев — 6-11 классенче вӗренекенсене професси хӑй тӗллӗн суйласа илме пулӑшмалли системӑллӑ модель туса хурасси.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Вĕрентÿ министерстви.