

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Балтач районĕнчи Нижнеиванаево ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне чаплӑн уҫнӑ, пӗлтернӗ регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче.
ФАП Нижнеиванаевăра ҫеҫ мар, Верхнеиванаево ялӗнче те пурӑнакансене пӑхӗ. Халӑхӑн пӗтӗмӗшле шучӗ 517 ҫын, вӗсенчен 127 ача.
Çак пушкӑрт ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уçăлни, ытти нумай ялсенчи пекех, "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫлакан пуçламăш медикӑпа санитари пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантармалли программӑна пула май килнӗ. Аса илтеретпӗр, "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроекта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.