Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
6 Декабрӗн 2022, 05:33

Пушкӑртстанри ту йĕлтĕр курорчӗ "Раҫҫей тӑвӗсем" пӗрремӗш наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри ту йĕлтĕр курорчӗ "Раҫҫей тӑвӗсем" пӗрремӗш наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑПушкӑртстанри ту йĕлтĕр курорчӗ "Раҫҫей тӑвӗсем" пӗрремӗш наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ
Пушкӑртстанри ту йĕлтĕр курорчӗ "Раҫҫей тӑвӗсем" пӗрремӗш наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ

#наци проекчĕ
Мускавра 2022 ҫулта йӗркеленӗ "Раҫҫей тӑвӗсем" наци премине Раҫҫейри ту йĕлтĕр туризмне аталантарма, тусем хушшинче активлӑ кану культурине малалла тӑсма панӑ. "Абзаково" ту йĕлтĕр курорчӗ "Федераци округӗнчи чи лайӑх ту йĕлтĕр курорчĕ" номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулнине пӗлтернӗ Раҫҫей правительствин пресс-служби.
Конкурса Раҫҫейӗн 85 регионӗнчи 220 ту тата ту йĕлтĕр курорчӗсемпе комплексӗсем хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене халӑх сасӑлавӗпе экспертлă жюри палӑртнӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх федераци округӗнчи чи лайӑх ту йĕлтĕр курорчӗсене суйланӑ.
"Раҫҫей тӑвӗсем" проект "Туризмпа тараватлӑх индустрийĕ" нацпроект шайӗнче, ҫавӑн пекех федерацин "Туризма аталантарасси" тата "Физкультурӑпа спорт аталанӑвӗ" тӗллевлӗ программисен шайӗнче пурнӑҫланать. Премие йӗркелекенсем – РФ Патшалӑх Думин туризм тата туризм инфратытӑмне аталантармалли комитет тата Наци пĕрлешĕвĕн союзӗн тараватлӑх индустрийĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстанри ту йĕлтĕр курорчӗ "Раҫҫей тӑвӗсем" пӗрремӗш наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ
Пушкӑртстанри ту йĕлтĕр курорчӗ "Раҫҫей тӑвӗсем" пӗрремӗш наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас