

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра 16,5 пин ытла ӗҫсӗр çын ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче тӳлевсӗр курссем иртнӗ. Вӗсенчен 74 процент каярахпа ӗҫ тупса ӗҫе вырнаҫнӑ, ПР ҫемье, ӗҫ тата халӑхăн социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова "Башинформ" агентствӑра пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Ĕç министерстви пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, хуралçа, бухгалтера, маникюр ӑстине, парикмахера, повара, педагога, интернет-маркетинга, водителе вĕренме вӗренӳ программисем чи кирлӗ программӑсем пулнă.
"Демографи" наци проекчĕн "Ĕҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси" федераци проекчӗн шайӗнче 6,5 пин ҫынна вӗренме янӑ, 4,9 пин ҫын вĕренĕве вĕçленĕ.
"Башинформ" иформацийĕпе.