

#наци проекчĕ
2022 ҫулхи 11 уйӑх хушшинче Пушкӑртран 2 284 вагон тырӑ тиенӗ, çакă 157,7 пин тонна таять. Вӗсенчен 1 152 вагон е 82,2 пин тонна тырӑ экспорта янӑ, пĕлтернĕ регионти Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче.
"Пушкӑрт тыррине Египетра, Турцире, Сауд Аравийӗнче тата Беларуҫра туяннӑ. Ноябрь уйӑхӗнче чугун ҫул ҫинчи тырӑ экспорчӗ 15,2 пин тоннӑран иртнӗ", — тесе каласа панӑ аграри ведомствинче.
Аса илтеретпӗр, халӗ Раҫҫейре Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Ялхуҫалӑх министерствин пресс-служби.