

Уфара шурӑ ҫынсемлӗ светофорсем курӑнма пуҫларӗҫ. Шурӑ-уйӑхлӑ мĕлтлетнин режимӗпе ҫутатакан секцисем водителе ҫынсем ҫуран иртмелли ҫулпа кайма пултарасси ҫинчен асӑрхаттараҫҫӗ.
Хула администрацийӗн пресс-службин информацийӗ тӑрӑх, ун пек светофорсен шучӗ ҫывӑх вӑхӑтра ӳсӗ. Хулан 28 çул хĕрескелĕнче 93 хушма секцие вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Стандартсем тӑрӑх вӗсене автомобильсемпе ҫуран ҫӳрекенсен фазисене вырнаҫтарнӑ участоксене уйӑрса хунӑ.
Хулара "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче ӑс-хакӑл транспорт системи, ҫав шутра светофорлӑ объектсене ҫӗнетеççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Уфа хули, Vk.