

#наци проекчĕ
Абзелил районӗнчи Аскарово ялӗнче "Курай" культурӑпа кану паркне лайӑхлатаҫҫӗ, пӗлтернӗ Пушкӑрт ЖКХ министерствин пресс-службинче.
Ҫак парка тирпей-илем кӗртес ӗҫе Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн хула хутлӑхне йӗркелеме май килнӗ.
"Курай" паркри дизайн-проектӑн концепцине наци атрибучӗсенче çивĕчлетнĕ, парк пӗтӗм районти культура мероприятийӗсене ирттермелли кану центрӗ пулмалла. Ӑна курай чечекӗ пек тунӑ. Пĕтĕм ҫемьепе канмалли вырӑн пулать, унта кашниех кӑмӑла каякан йӑпану тупма пултарать", - каласа панӑ Абзелил район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ильдар Нафиков.
2022 ҫулта ҫак общество уҫлӑхне хӑтлӑх кӗртмелли пӗрремӗш тапхӑра вӗҫленӗ. Тепӗр ҫула парка тирпей-илем кӗртмелли иккӗмӗш тапхӑра палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт ЖКХ министерствин пресс-служби.