Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
10 Декабрӗн 2022, 07:55

Пушкӑртстанра ҫамрӑк предприниматель уйӑхра 100 пин мӑшӑр бахил кӑларать

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра ҫамрӑк предприниматель уйӑхра 100 пин мӑшӑр бахил кӑларатьПушкӑртстанра ҫамрӑк предприниматель уйӑхра 100 пин мӑшӑр бахил кӑларать
Пушкӑртстанра ҫамрӑк предприниматель уйӑхра 100 пин мӑшӑр бахил кӑларать

#наци проекчĕ
Бахилсем кăларакан производствăна хута яма Кумертау предпринимательне Диана Ибрагимована 500 пин тенкӗ грант пулӑшнă, ăна вăл "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшасси" наци проекчӗ шайӗнче выляса илнӗ.
Диана Ибрагимова медицина таварӗсем тата изделисем туса кӑларас шухӑш вӗсен медицина ҫемйинче 2019 ҫултах ҫурални ҫинчен, вӗсен стоматологи центрӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлени ҫинчен каласа панă. Ун чухнех станок туяннӑ та активлӑ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫамрӑк предприниматель каланӑ тӑрӑх, бахилсемсӗр пуҫне, вӗсем ытти медицина таварӗсем те тума палӑртаҫҫӗ.
Грант илнипе Диана Ибрагимова производство калӑпӑшне чылай пысӑклатнă, уйӑхне 100 пин мӑшӑр бахил кӑларать. "Кумертаури, ҫавӑн пекех республикӑри уйрӑм медучрежденисене пурне те – Мраково ялӗнчен пуҫласа Уфа таран тивĕçтеретпĕр, - тенӗ çамрăк предприниматель. - Малашлӑхра патшалӑх учрежденийӗсене, больницӑсене, шкулсене тата ача сачӗсене контрактпа тивӗҫтерме палӑртатпӑр".
"МГ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстанра ҫамрӑк предприниматель уйӑхра 100 пин мӑшӑр бахил кӑларать
Пушкӑртстанра ҫамрӑк предприниматель уйӑхра 100 пин мӑшӑр бахил кӑларать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас