

#наци проекчĕ
"Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект шайӗнче Белорецк районӗнче Зуячка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса хута янӑ. Вӑл Белорецкпа Бурзян районӗсенче туризм объекчӗсем патне каякан Уфа -Инзер - Белорецк автоҫулӗн 112-мӗш километрӗнче вырнаҫнӑ. Кӗпер автомобиль трафикне пула юрӑхсӑра тухнă, ремонт май уйӑхӗнче пуҫланнă, пӗлтернӗ ПР правительствин пресс-служби.
Ҫӗнетнӗ кӗпер 50 м, вӑл хӑрушсӑрлӑх требованийĕсене туллин тивӗҫтерет. Проекта пурнӑҫлама 37 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ: вӗсенчен 34,3 млн тенкӗ - федераци укҫи-тенки, 2,9 млн тенкӗ регион бюджетĕнчен уйӑрнӑ. Пушкӑртри нацпроект шайӗнче пурӗ 2022 ҫулта 140 ҫухрӑм ҫул тата 430 погоннăй метр ытла кӗпер юсӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Правительстви.