Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
13 Декабрӗн 2022, 04:43

Пелепейре авариллĕ ҫуртран ҫӗнӗ хваттере 77 ҫын куҫать

#наци проекчĕ

Пелепейре авариллĕ  ҫуртран ҫӗнӗ хваттере 77 ҫын куҫатьПелепейре авариллĕ  ҫуртран ҫӗнӗ хваттере 77 ҫын куҫать
Пелепейре авариллĕ ҫуртран ҫӗнӗ хваттере 77 ҫын куҫать

#наци проекчĕ
77 ҫын кӑҫал авариллӗ ҫуртран ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ. Ҫак кунсенче çĕнĕ çурт хăтлакансем хваттер уҫҫисене илнĕ. ПР Строительство министерствин авариллӗ ҫурт-йӗр фондӗнчен куҫармалли программӑсене пурнӑҫлакан пай начальникӗ Рита Тухватшина каланӑ тӑрӑх, çак объектпа Пелепей районӗ 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑннӑ ҫурт-йӗре ишӗлтерес енӗпе мероприятисем вӗҫленӗ.
Пилӗк хутлӑ 43 хваттерлĕ ҫурта "Пурӑнмалли çурт тата хула хутлӑхӗ" наци проекчĕн шайӗнче туса лартнӑ.
Федераци бюджетӗнчен пилӗк хутлӑ ҫӗнӗ ҫурт тума 39 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ, республика бюджетӗнчен - 4 млн тенке яхӑн, хуларан - 9 млн ытла тенкӗ.
Ҫурт аталанса пыракан ҫӗнӗ микрорайонра вырнаҫнӑ, унта ача сачӗ, гимнази, лавкасем, кафесем тата социаллӑ инфратытӑмӑн ытти объекчӗсем пур.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ФСР ЖКХ.

 

Пелепейре авариллĕ  ҫуртран ҫӗнӗ хваттере 77 ҫын куҫать
Пелепейре авариллĕ ҫуртран ҫӗнӗ хваттере 77 ҫын куҫать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас