+28 °С
Пӗлӗтлӗ


#наци проекчĕ
Стерлитамакри Прибрежный микрорайонӗнче "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" федераци наци проекчӗн "Стимул" программи шайӗнче ҫӗнӗ ҫул туса пӗтернӗ.
Ҫул вӑрӑмӑшӗ пĕр ҫухрӑм ытла, объект хакӗ 320 млн ытла тенкӗпе танлашнӑ, ҫул-йӗре федераци, республика тата муниципалитет бюджечӗсем финансланӑ.
Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе строительство надзорӗ енӗпе ӗҫлекен ПР патшалӑх комитечӗ пурнӑҫланӑ ӗҫсен пахалӑхне тӗрӗсленӗ, татӑклӑ заключени панă - ҫул ПР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, проект докуменчӗсемпе тивӗҫет.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: pravitelstvorb.ru.