

#наци проекчӗ
Россельхнознадзор управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртран Китая пин тонна ҫурӑ ытла кӑшман жомне тиесе ăсатнă.
Кӑшманран сахӑр тунă чухне юлакан продукцие Китая Чишма районĕнчен ӑсатнӑ. Пĕр пин те 568 тонна таякан чӗкӗнтӗр жомне Поднебеснăйне тиес умӗн надзор ведомствин специалисчӗсем тӗрӗсленӗ.
Кашни 30 яхӑн чугун ҫул вагонӗнчи жома, Россельхознадзор сотрудникӗсем ҫӗршыв импортер требованийӗсемпе лаборатори тӗпчевӗсен требованийӗсемпе килӗшӳллӗн ирттерме сӑнавсем суйласа илнӗ. Экспертиза продукци пахалӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхне, вӑл Китай требованийӗсене тивӗҫлӗ пулнине ҫирӗплетнӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫӗршывра ҫулталӑкне 45 миллиард доллар укҫа-тенкӗ парса тӑракан "Тӗнчери коопераци тата экспорт" Владимир Путин Президент пуҫарнӑ наци проекчӗ пурнӑҫланать. Пушкӑртри выльӑх апачӗн экспорчӗ ҫулсеренех ӳсет. Республикӑран аграри продукцийӗ туянас енӗпе Китай Европӑри потребительсене рынокран хӗссе кӑларса малта пырать.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.
https://bash.news/news/190086-iz-baskirii-v-kitai-otgruzeno-bolee-polutora-tysyac-tonn-sveklovicnogo-zoma