Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
16 Декабрӗн 2022, 06:25

Пушкӑрт Патшалăх Пухăвĕ искусство шкулӗсене тума "Культура" нацпроекта кӗртме сӗнет

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Патшалăх Пухăвĕ искусство шкулӗсене тума "Культура" нацпроекта кӗртме сӗнетПушкӑрт Патшалăх Пухăвĕ искусство шкулӗсене тума "Культура" нацпроекта кӗртме сӗнет
Пушкӑрт Патшалăх Пухăвĕ искусство шкулӗсене тума "Культура" нацпроекта кӗртме сӗнет

#наци проекчĕ
Пушкӑрт Пухӑвӗнче депутатсем регионсенче искусство шкулӗсем тӑвассине федераци программине туса хатӗрлеме е ҫав объектсене федерацин "Культура" наци проекчĕн "Культура хутлӑхӗ" проектне кӗртме сӗннӗ. Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен саккунлӑ органӗсен ассоциацийӗн ларӑвӗнче пуҫарупа республика парламенчӗн вице-спикерӗ Рустам Ишмухаметов тухса каланă.
Пушкӑрт Республикинче 50 пин ытла ача 195 ҫуртра вырнаҫнӑ 113 искусство шкулӗнче вӗренет. Ҫак ҫуртсенчен 15% 100 проценчĕпех кивелнӗ, 48-не тӗпрен юсамалла тата 132 ҫурта юсаса ҫӗнетмелле.
2019 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен регион бюджечӗн шучӗпе ултӑ искусство шкулне юсанӑ тата пӗр ҫӗнӗ шкул тунӑ. 2024 ҫул вӗҫлениччен тата 10 искусство шкулне тума палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Пушкӑрт "Культура" наци проекчӗн шайӗнче федераци софинансированийӗпе 2024 ҫул вӗҫлениччен ача-пӑча искусствисен 18 ҫуртне юсама, тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

 

Пушкӑрт Патшалăх Пухăвĕ искусство шкулӗсене тума "Культура" нацпроекта кӗртме сӗнет
Пушкӑрт Патшалăх Пухăвĕ искусство шкулӗсене тума "Культура" нацпроекта кӗртме сӗнет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас