

#наци проекчĕ
Стерлитамакра "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проекчӗн шайӗнче иртекен предпринимательсен сехетĕнче "Цифра трансформацийӗ" проекта пӑхса тухнӑ. Проект пуҫарӑвӗ – "Башинформсвязь" ГК "Ростелеком" ПАО.
2020 ҫултанпа "Ростелеком" тата "Башинформсвязь" интернетпа телекурав пек пулӑшу ӗҫӗсен провайдерӗ кӑна мар, вӗсем хулари тӗрлӗ предприятисем валли персональнӑй решенисем пӗрлештереҫҫӗ. Унта видеонаблюденипе видеоаналитика, коллтрекинг, ӑслӑ экрансем, VR-технологисем, мониторинг тата транспорт диспетчеризаци тата ытти нумай япаласем кӗреҫҫӗ.
Компани представителӗ Владислав Бикмаев палӑртнӑ тӑрӑх, паян тӗп тӗллевсенчен пӗри – граждансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси. Ҫавна май компани Ашкадар хӗрринчи "Тӑвар пристанӗ" проект тӑрӑх видео сӑнав камерисене хушма, ҫӗнӗ ҫул хулисенче видеонаблюденипе тивӗҫтерме сӗнет.
Администраци пуҫлӑхӗ Рустем Газизов проекта ырланă, малтанах палӑртса хунӑ объектсенче видео сӑнав камерин ӗҫне тӗрӗслемеллине палӑртнă.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.